Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫутӑ ҫӑлтӑр ҫӳле хӑпарсассӑн (Шавлама)

Ҫутӑ ҫӑлтӑр ҫӳле хӑпарсассӑн
Ҫук ҫыннӑн ачисем тӑраҫҫӗ,
Ҫук ҫыннӑн ачисем, ай, тӑрсассӑн
Куҫҫульпеле питне ҫӑваҫҫӗ.

Куҫульпеле питне ҫӑваҫҫӗ,
Ҫаннипелле пусса шӑлаҫҫӗ.

Ялкӑш хӗвел ҫӳле хӑпарсассӑн
Пуянӑн ачисем тӑраҫҫӗ.
Пуянӑн ачисем те, ай, тӑрсассӑн
Шерпетпеле питне ҫӑваҫҫӗ.

Шерпетпеле питне ҫӑваҫҫӗ,
Кӳлистанпа пусса шӑлаҫҫӗ.

Ҫӑлтӑр анӗ — вӑхӑт, ай, ҫитсессӗн,
Ҫӳл тӳпере кӑна тӑрас ҫук.
Ҫуклӑх иртӗ — вӑхӑт, ай, ҫитсессен,
Ҫук ҫынсем те шав пулас ҫук.

Ҫук ҫынсем те шав ҫук пулас ҫук,
Ӗмер-ӗмӗр йӗрсе пурӑнас ҫук.

Хӗвел анӗ — вӑхӑт, ай, ҫитсессӗн,
Ҫӳл тӳпере кӑна пурнас ҫук.
Мулӗ пӗтӗ — вӑхӑт, ай, ҫитсессӗн,
Пуянсен те шав мул пулас ҫук.

Пуянсен те шав мул пулас ҫук,
Чухӑнсенчен ӗмӗр кулас ҫук.

Хура халӑх тӑрать кар карласа,
Тӑвӑл тухсан кайрӗ тӑвӑлса.
Хура халӑх ҫинчен юр юрлатӑп
Хура халӑх тӑрать карласа.

Хура халӑх тӑрать кар карласа,
Пуянсене ҫапса-ҫунтарса.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шавламан ытти сӑввисене пӑхма пултаратӑр


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-12-18 22:43:03 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2814 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем